Пресс-центр

100 çул сывлăх сыхлавĕнче

Йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем çынсен тăнăçлăхне упраççĕ, тĕрлĕ синкерлĕ пулăма сирме тăрăшаççĕ. Çак йывăр ĕçре вара сывлăх пирки манмалла мар. Шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хуракансем сывлăха çирĕплетме, медицина пулăшăвĕ илме ятарлă сыватмăша çӳреççĕ. 1921-мĕш çулта йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем валли медицина уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Кунта вăй хуракансем 100 çул хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, вĕсен ĕçĕ паян та пархатарлă. Шалти ĕçсен министерствин сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ паянхи кун тĕрлĕ енлĕ медицина пулăшăвĕ парать. Чир çаклатсан сипленмелли хăтлă та çутă поликилиника, госпиталь, диагностика уйрăмĕ, аптека тата ытти те пур. Сыватмăшсенче вара ăста тухтăрсем вăй хураççĕ. МАЙЯ ГЕРАСИМОВА: «Паянхи куна ытти медицина ĕçченĕсем пекех пирĕн медико-санитарный пай ĕçченĕсем короновирус чирĕпе кĕрĕшет. Çавна пула хамăн пĕрле ĕçлекен ĕçтешсене çак кун ячĕпе çирĕп сывлăх, ăнăçу сунас килет». Тухтăрсем тата çак тытăмра вăй хуракан ытти ĕçченсем куллен пулăшупа тивĕçтереççĕ, паян вара вĕсем савăнăçлă уява пухăнчĕç. Валентина Архипова пархатарлă ĕçре чылай çул вăй хурать. «Çак тапхăрта тĕрлĕ лару-тăруран çĕнтерсе тухма тивнĕ», – тет вăл. ВАЛЕНТИНА АРХИПОВА: «Ун чухне процедурныйĕнче ĕçлеттĕмчĕ. Капельница гемодез лартмалла. Лартрăм, шприцсем валли раствор хатĕрлетĕп. Пациент кăмăл пăтранни пирки каларĕ. Ун патнелле çăврăнтăм та, вăл йăлт хĕрелсе кайнă, тутисем те шыçăнма пуçланă. Ку анафилактика шокĕн паллисем. Вара эпĕ хăвăртрах системăна улăштартăм та физраствор çине врача часрах чĕнтĕм». Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ. Малашне те çăмăл мар ĕçре вăй хума çирĕп сывлăх сунчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи маттуррисене хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç. ЛАРИСА БУРСОВА: «Республика больницинчен кунта 1985-мĕш çулхи май уйăхĕнче куçрăм. Çавăнпа питĕ нумай çул ĕçлетĕп кунта. Ĕçне эпĕ юрататăп».