Пресс-центр

Етĕрне районĕнчи Килтĕшре фельдшерпа акушер пункчĕ уçасшăн

Чăваш Енре фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси çулран-çул аталанса пырать. Кăçал республикăра çакнашкал тепĕр 26 медицина çурчĕ çĕклемелле. Вăл шутра Етĕрне районĕнчи Килтĕшре те. Халăх çĕнĕ ФАП уçăласса мĕншĕн чăтăмсăр кĕтет? Кун пирки тĕплĕнрех — сюжетра. Алиса Александрова, Виктор Степанов Килтĕш ялĕн пĕр вĕçĕнчен фельдшерпа акушер пунктне утса çитме 3 çухрăм. Кĕркунне-çуркунне - пылчăк, хĕлле – юр чухне ватă çынсене питĕ чăрмавлă. Килтĕшри шкула хупсан, 2007-мĕш çулта ял тăрăхĕн администрацине, клуба, библиотекăна тата фельдшер пунктне пушаннă çурта куçарнă. Çулĕ инçе-и, çывăх-и — сывлăх хавшасан тухтăр патне ирĕксĕрех тухса утмалла. Сăмах май, Екатерина Алексеева фельдшер ку ялта 2011-мĕш çултанпа ĕçлет. 218 çын сывлăхне тимлесе тăрать вăл. Тивĕçлĕ канури Римма Федоровапа Нина Андреева хăйсем ĕçленĕ шкул çуртне халĕ те час-часах çÿреççĕ. Фельдшерпа канашламалли тупăнсах тăрать вĕсен. Халăх кĕтнĕ пекех медицина учрежденине ял варринче çĕклĕç. Унта шыв, çутă, газ кĕртесси пирки килĕшÿсем тăваççĕ халĕ. Сăмах май, кăçал Килтĕшри Шкул урамне çул сарасшăн. Эппин авăн уйăхĕнче хута яма палăртнă çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне çитме тата меллĕрех пулĕ ял çыннисене.



06 марта 2019
10:43
Распечатать
Поделиться