Пресс-центр

Чăваш Ен лайăх регионсен йышĕнче

Паян РФ сывлăх сыхлав министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Яковлева Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа килнĕ. Федераци чиновникĕ РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашĕн Шупашкарта иртекен ларăвне хутшăнать. Канашлура Атăлçи регионĕсенче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатмалли ĕç-хĕле сÿтсе яваççĕ.

Татьяна Яковлева республикăна килнĕ май Çĕнĕ хула микрорайонта вырнаçнă 1-мĕш клиника тата Ача-пăча клиника больницисене, Гладков урамĕнчи Чăваш Республикинчи ача-пăча клиника больницисене çитсе курчĕ, сиплев учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, коллективпа, тухтăр патне килнĕ çынсемпе калаçрĕ.

 Чăваш Ен — лайăх регионсенчен пĕри. Кунта республика ертÿçи те граждансен сывлăхне çирĕплетессишĕн тăрăшать. Çын сывă пулсан экономика та аталанать, ытти çитĕнÿсем те пулаççĕ. Хальхи вăхăтра пурте пысăк технологиллĕ медицинăна, облаç больницисене аталантарма тăрăшаççĕ. Вĕсем, паллах, питĕ кирлĕ, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатаççĕ. Анчах вилĕмпе кĕрешекенсем чи малтанах терапевтсем, фельдшерсем, педиатрсем пулни çинчен манар мар. Çын пурнăçĕ пуçламăш сыпăкри медицина ĕçченĕсем чир паллисене вăхăтра асăрханинчен, вăхăтра пулăшу панинчен нумай килет. Юлашки çулсенчи çивĕч ыйту вăл — тухтăртан çийĕнчех пулăшу ыйтманни. Акă, нумайăшĕ чĕри чикме пуçласан та чĕлхе айне эмел хунипех çырлахать. Кун пек чухне тăхтаса тăма юрамасть, васкавлă пулăшу чĕнмелле. Шел, те инфарктран, инсультран вилекен питĕ нумай. Чирлисене вăл е ку уйрăма леçмелле мар, ятарлă больницăна ăсатмалла. Унта аппаратсем пур, пысăк ăсталăхлă специалистсем ĕçлеççĕ — çынна вилĕмрен çăлса хăварма май параканни йăлтах пур. Çаксене шута илсе ĕçлесен Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи лару-тăру, демографи тата та лайăхланĕ.



26 октября 2018
13:36
Распечатать
Поделиться