Пресс-центр

Грипп – анлa сарaлнa инфекци чирe («Наша жизнь (Пирeн пурнac)», Красные Четаи )

Çивeч распираторлa вируслa инфекци (ОРВИ) шутне тeрлe вируссене пула ерекен чирсем кeреççe. Вeсене пeр ушкaна пухаканни – сывлав çулeсен лaймакаллa витeмe сиенленни.

Уйрaмах çанталaк сивeтсен шaнса пaсaлнипе ОРВИ-пе аптaрать чылайaшe. Çивeч распираторлa вируслa инфекцие тепeр чухне грипп тесе те калаççe. Грипп тата ОРВИ – чи анлa сарaлнa инфекци чирeсем. Тeнчипе илсен, вeсемпе чирленe тeслeхсем пeтeм инфекци чирeсен 95 проценчeпе танлашаççe.

ОРВИ-пе е гриппа йывaррaн чирлесен чeре тытaмне, сывлав органeсене, нерв тытaмне тата ытти органсене питe хытa сиенлеме пулать.

Чир паллисем: сунас ерет, кeлетке температури ÿсет, пыр хeрелет, ÿслeк аптaратать, пуç ыратать.

Гриппа ытларах шкул çулне çитмен ачасем, час-часах ОРВИ-пе чирлекенсем, 60 çултан иртнe çынсем чирлеççe.

Грипран сыхланмалли мелсенчен пeри – вакцинаци. Чи малтанах прививка медицина eçченeсене, йaла ыйтaвeсемпе тивeçтерекенсене, транспортпа eçлекенсене, вeренÿ заведенийeсенче тaрaшакансене, шкул ачисене, студентсене, ача садне çÿрекенсене тумалла.

 



09 октября 2012
14:56
Распечатать
Поделиться