Пресс-центр

Усал йaлапа cыхланакансем сахалланччaр («Кошелеевский край (Каcал ен)», Комсомольское )

Иртнe кунсенче район администрацийeн наркотиксене хирeçле комиссийeн черетлe ларaвe иртрe. Унта вeренÿ, право органeсенче, сиплев учрежденийeсенче тимлекенсем наркотикла япаласемпе, эрех-сaрапа айкашакансем сахалрах пулччaр тесе мeнле утaмсем тумаллине сÿтсе яврeç. Шел пулин те, районта пурaнакансем хушшинче усал йaласемпе çыхланни сывлaха пeтернине, пурнaçа аркатнине, ачасене нушана кeртсе ÿкернине шута илменнисем самаях йышлa. Район больницин тeп врачeн çумe Наталья Таборкина пeлтернe тaрaх, алкоголь тыткaнне лекнe 382 çын наркологи кабинетeнче шутра тaрать, вeсенчен 38-шe – хeрарaмсем. Ку хисепе лару-тaрaва тeрeс сaнлать тесе калама çук, чaннипе вeсен шучe чылай пысaкрах, мeншeн тесен нарколог патне хaй ирeкeпе килсе пулaшу ыйтнa çынсене çеç диспансер учетне тaратаççe. Урa кунe сахал пулин те, «эп eçкeç мар, кирлех пулсан хамах пaрахатaп», теççe хaшe-пeрисем, анчах хaйсене алла илеймеççe...

— Алкоголизм — чир, унран этем хaй тeллeн çaлaнса тухаймасть. Çывaх çынсен, çемьен пулaшaвe кирлe, — терe нарколог врач Людмила Ярышева. Учетра тaракансемпе хaйсем мeнле профилактика eçeсем туса ирттернe пирки тeплeн каласа пачe вaл. Наркотикла япаласемпе усa куракан 8 çынна шута илнe, вeсен шутeнче хeрарaм та пур. Ытларахaшe Комсомольски ял поселенийeнчен иккен.

«Кeтне» ФСК директорeпе Евгений Тихоновпа район администрацийeн вeренÿ тата çамрaксемпе eçлекен пайeн специалисчe Ольга Владимирова районта пурaнакансемпе, çул çитменнисемпе сывa пурнaç йeркине тытса пыма пулaшакан мeнле мероприятисем йeркеленине тeплeн каласа пачeç. Чaнах та, физкультурaпа, спортпа туслашас текенсем валли пeтeм услови пур, ан ÿркен кaна. Анчах, Евгений Аркадьевич каланa тaрaх, спорт комплексне куллен çÿрекен çамрaк сахалрах.

Патшалaхaн обществaри çак «çaпансене» пeтермелли çирeп саккунсем çукки халaхaн асaннa сийeпе кeрешме чaрмантарать. Çавaнпах çамрaксем eçкe-çикe авaрне, наркотик тыткaнне лекеççe, вилекенсем те пур. Пaхса тухнa ыйтусемпе комисси членeсем йышaну кaларчeç, сeнÿсем пачeç.

Хамaрпа юнашар пурaнакан çынсем усал йaласемпе çыхланнине курсан алa сулас марччe, вeсене «лачакаран» тухма пулaшасчe.

 



09 октября 2012
14:50
Распечатать
Поделиться