Пресс-центр

КEР ТУТТИ («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары )

Хeлeпех – пан улми

Улма-çырлана вaхaтра пуçтарса кeртни кaна çителeксeр. Вaл сeтел çинчен хeлeпех ан татaлтaр тесен мeн тумалла?

Çимeçе стенасене извеçпе шуратнa тeпсакайне е нÿхрепе хумалла. Сывлaш температури 3-4 градус aшa пулмалла. Хeл aшa тaрсан пирeн çуртсенчи тeпсакайeнче те aшa пулe. Çавaнпа пeр пек температура тытса тaма йывaр. Час-часах унта нÿрeк шайe те пысaк.

Çанталaк 13-15 градусран ытла сивeтмесен пан улми хутман çуртра та аван упранать. Çимeçе сивeрен сыхлама алa айeнчи мелпе усa куратaп. Кивe матрас, полиэтилен пленка илсе пан улми ещeкне çÿлтен тата аялтан витетeп. Çапла майпа aна хутман çуртрах февраль-март уйaхeчченех упрама май пур. Вaхaт-вaхaтaн çимeçе тeрeслетeп, пaсaлма пуçланисене суйлатaп.

Енчен те 25 градус таран сивeтсе ярсан ку мел пулaшаймe. Çавaнпа упрама хуриччен хeл сивe е aшa килнипе кaсaкланмалла. Сивe хeл кeтсен урaх мел пулaшe.

Пахчара ирeклe вырaнта 1, 5х2 м сарлакaш, 1, 5 м тарaнaш (тарaнaшe пан улми мeн чухлe пулнинчен килет) шaтaк чавмалла. Сывa, аманман пан улмине йывaç ещeксене хумалла. Сортласа суйласан лайaхрах. Ещeке типe пaчкa кeрпи ямалла. Шaтaк тeпне вара типe улaм сармалла, ун çине вaрaм патаксем хумалла. Ещeксемпе стена хушшинче сывлaш кeмелeх уça вырaн хaвармалла – aна çeрпе тултармалла мар. Шaтaка çиелтен хaмапа хупласа типe улaмпа витмелле. Унтан – типe тaпрапа (70-80 см хулaнaш), çeр улми аврипе, çум курaкeпе. Шыв каясран çиелтен полиэтилен пленка хумалла.

Шaтaка çуркунне е маларах та уçма пулать. Маларах уçсан пур пан улмине те кaлармалла, мeншeн тесен сывлaш температури улшaнсан çимeç пaсaлать.

Владимир ПЕТРОВ, пахчаça.

 

 


 

Ыхра лартар

Пирeн тaрaхра ыхрана октябрeн 5-20-мeшeсенче лартса хaварма тaрaшаççe. Çак тапхaрта лартсан вaл хeле кeриччен тымарланма та, кaшт çеç ÿсме те eлкeрет. Ыхра лартмалли çeре 10-15 кун маларах хатeрлемелле. Паллах, малтан ыхра, сухан, çeр улми ÿснe лаптaка суйласа илмелле мар. Пaрçа, кавaн йышшисем, ешeл çимeç, купaста ÿснисем вара – чухах. Пeр кeреçе тарaнaш чавнa çeре лайaх çeрнe навус (икe çул выртни), компост е çeрeк тaпри хывмалла. Çeрмен чeрe тислeк пaрахма юрамасть! Тин чавнa çeре лартсан тaпра пусaрaннaçемeн ыхра шaлe чылай тарaна каять, çавна май тымарланасси те, сывласси те йывaрланать. Çуркунне шaтса тухма та нумай вaй кирлe, тухaçe те чакать.

Чи лайaх шaлсене çеç суйласа лартмалла. Вaл мeн чухлe пысaкрах, ыхра пуçe çавaн чухлe шултрарах пулe.

Мeн тарaнaшне лартмалла-ха? Лартакан шaлран икe шaл çÿллeш тарaнрах чикмелле. Калaпaр, ыхра шaлe 3 см тaршшe, апла aна 6 см тарaнaшне лартмалла. Çуркунне ыхра пeр тикeс те хитре шaтса тухтaр тесен пeр пек виçеллисене лартма тaрaшмалла. Шултра шaлсен хушшине 10-15 см хaвармалла, вeттисене 8-10 сантиметртан чикмелле. Ретсен хушши 20-25 см пулсан çум çумлама та, кaпкалатма та, апатлантарма та аван пулe. Касa туса лартнa чух кeл е хaйaр сапма юрать – ыхра тeпe çeрес хaрушлaх чакe.

Шaлсене ытла пусса лартма сeнмеççe. Тымарe ÿснeçемeн шaлне çÿлелле тапса кaларать. Ун пек чухне вaл шaнма пултарать. Ыхра лартнa хыççaн тaпрана тикeслесе типe торфпа е пaчкa кeрпипе хутaштарнa çeрпе витмелле. Чaрaш лaсси пaрахсан тата аванрах, сивeрен хÿтeленисeр пуçне вaл юр тытма та пулaшe.

 

Мeнле упрамалла?

Килти условисенче ыхрана упрама йывaр мар. Çeнe çулччен вaл холодильникра е кeленче банкaра çaмaллaнах упранать. Анчах малтан aна лайaх типeтмелле. Холодильникра ытларах та тытма пулать. Ыхра шaлeсене уйaрмалла та банкaна тaварпа сапса тултармалла.

Ыхрана çeнe çимeçченех упрас тесен лайaхрах хатeрлемелле. Сaмахран, тунине çунтарса илмелле те пирпе чeркесе полиэтилен пакета чиксе çыхмалла. Кун пек тусан пÿлeмре те аванах упранать. Пaчкa кeрпи е сухан хуппи янa пир хутаçа хурсан та вaл лайaх хeл каçать.

Тепeр мел – ыхра çине çунакан aвaс (воск) тумлатмалла. Хaшe-пeри тухaçaн пeр пайне полиэтилен хутаçа чиксе тата хытa хутпа чeркесе çeр айне чавса чикет. Çиелтен помидор аврине хумалла. Юр кайсанах çимeçе кaлармалла. Вaл йaранран тин кaларнa пекех пулe.

 

 


 

ПEЛСЕ ТAМА

Мeн чухлe канaпaр?

Çитес çул Çeнe çулта та, май уявeсенче те тaраничченех канaпaр. РФ Eçлев министерстви хaш кунсенче канасси çинчен калакан йышaну проектне пeлтернe. Хeллехи каникул 10 куна тaсaлe. Çуркуннехи вара – тaхaр куна: майaн пeрремeшeнчен пуçласа пиллeкмeшeччен тата тaватa кун – Çeнтерÿ уявeнче.

Мeншeн питe нумай канатпaр-и? 2013 çулта февралeн 23-мeшe шaмат куна лекет. Eç министерстви çак куншaн майaн 10-мeшeнче канма сeнет. Канмалли кунсене лекекен тепeр икe куна та – январeн 5-6-мeшeсене – майaн 2-3-мeш кунeсене куçараççe.

 



09 октября 2012
14:43
Распечатать
Поделиться