Пресс-центр

КEРКУННЕ ВAЙ ИЛЕТ («Здоровье (Сывлaх)», Чебоксары )

Кeркунне ачасем ÿтeн пÿрлe тата кaмпа чирeсемпе ытларах аптрама пуçлаççe. Вeсенчен микроспорие /стригущий лишай/ палaртмалла. Ку чир çeртме уйaхeнчен пуçласа сарaлсах пырать, юпа-чÿк уйaхeсенче уйрaмах вaй илет, унтан чакать. Çак пулaм çулла ачасем чирлe йытa-кушакпа ытларах вылянипе çыхaннa.

Микроспори мeнле чир-ха?

Вaл - кaмпа чирe, ÿте, çÿçе, хaш чухне чeрнене те сиенлет. Микоз питe хaвaрт ерет, унпа час-часах ачасем аптраççe. Кaçалхи сакaр уйaхра пирeн республикaра микроспорипе чирленe 492 тeслeхе /2011 çулта - 752/ палaртнa. Выльaхран е çынран куçнa чирeн малтанхи паллисемччен 5-7 кун е 4-6 эрне иртет.

Паллисем мeнле-ха?

Яка ÿт çинче /пит, мaй, алaсем/ 0, 5-3 сантиметр пысaкaш çаврака е тaрaхларах тeвeсем курaнма пуçлаççe. Час-часах вaрaм туна сaхнa чухнехи пек вырaн пысaклансах пыма тытaнать, çавра тeвe ÿсет, сийe виселенет.

Пуç ÿчe çинче те çавах. Тeвe тeлeнчи çÿç тeссeрленет, 2-3 миллиметр çÿллeшeнче таткаланать.

Диагноза лабораторире сиенленнe ÿте, çÿçе тeрeслесе палaртаççe. Эпидеми лару-тaрaвне кура санитари-эпидемиологи служби дезинфекци мероприятийeсем ирттерет, кирлe пулсан ветеринари службине пeлтерет. Вaл вара çапкаланчaк кушак-йытта тытас, чирлe чeр чунсене сиплес eçсене тeрeслесе тaрать.

Чир ернe çынсене дерматолог сaнаса тaнипе сиплеççe. Харпaр хaй тeллeн сипленме хaтлансан микроспори шала каяс хaрушлaх пур. Тухтaр чир кaмпипе кeрешме пулaшакан препаратсем çырса парать. Ача çурчeсен воспитанникeсене, професси-техника училищисенче вeренекенсене, общежитисемпе коммуналлa хваттерсенче пурaнакансене больницaна хурса сыватма пултараççe. Амбулатори мелeпе сипленекенсен садике çÿреме, парикмахерские, мунчана кайма юрамасть. Чирлe çыннaн пуçа пир калпак ялан тaхaнса çÿремелле, aна кашни талaкра урaххипе улaштармалла, вeретсе çумалла. Садике ачана сиплев курсe вeçленнe тата вунa кунлaх тaхтавсемпе виçe микологи тeрeслевe ирттерсе чир иртнине çирeплетнe хыççaн кaна яма юрать.

Ачасене çак амакран мeнле хÿтeлемелле?

Профилактика мерисем шутне ача-пaча учрежденийeсенче ачасене тата персонала тeрeслесе, ветеринарсем чeр чунсене сaнаса тaни кeрет. Микроспорипе чирленe ачана ыттисенчен уйaрмалла, сиенленнe ÿте мeн те пулин сeрме, çума юрамасть, тÿрех дерматолог патне каймалла. Чирлe çын тaванeсемпе унпа хутшaнура пулнисене эрнере пeр хут 1, 5 уйaх тeрeслесе тaраççe.

Чирлe çын япалисене ыттисенчен уйрaммaн, малтан 30 минут вeретсе, çумалла е пaс тухакан утюгпа икe енчен те якатмалла. Харпaр хaй гигиени пысaк пeлтерeшлe, урамран кeрсен алла супaньпе çумалла* кашнин хaйeн ал шaлли, тура пулмалла* çын япалисемпе усa курмалла мар.

Сывлaха тeрeслеттерес е сипленес ыйтусемпе хaвaр пурaнакан тaрaхри дерматовенеролог патне кайма пултаратaр. Шупашкарта республикaн ÿт-тирпе венерологи диспансерeнче те йышaнаççe. Регистратура телефонe: 58-37-45. Пeрле паспорт, страховани полисe, направлени пулмалла.

Гелия ГИМАЛИЕВА,

республикaн ÿт-тирпе венерологи

диспансерeн амбулатори уйрaмeн заведующийe.

/Республикaн вaй-хала аталантаракан центрe йeркеленe/.

 



09 октября 2012
14:35
Распечатать
Поделиться