Пресс-центр

Эрех-сaра – сывлaхшaн тaшман («Кошелеевский край (Каcал ен)», Комсомольское )

Тaтaшах эрех-сaра eçсе ашкaнни çынна ир ватaлтарать, пурнaçран вaхaтсaр уйрaлса каясси патне илсе çитерме пултарать. Çак чaнлaха та, çавaн пекех алкоголь хaрушa наркaмaш пулса тaнине те пурнaç тахçанах çирeплетсе панa. Алкоголизм тыткaнeнчен хaтaлма пултарайман ар çынсем eçе-eçе вилнине çулсем тaрaх тишкерсе тухнa та çакна палaртнa: вeсенчен чылайaшe пурнaçaн чи лайaх тапхaрeнче — 50 çула çитиччен вилсе выртнa. Eçкeпе иртeхекен ар çынсенчен 25 проценчe çеç 60 çула пурaнса çитет. Тухтaрсем eçкeçсем ытларах мeнле чирсемпе чирленине пeлес тeллевпе сaнав ирттернe, вeсен ытларах чухне сывлав органeсем йeркерен тухнине тупса палaртнa.

Палaртмалла: алкоголиксем хушшинче, эрех-сaрапа айкашман çынсемпе танлаштарсан, ир вилекенсен шучe чылай пысaкрах. Çамрaклах эрех-сaра eçсе иртeхме тытaннa 1014 çынна сaнаса çакна палaртнa: пирвайхи хут тeрeслесе пaхнa хыççaн 3 çул иртсен, вeсенчен 45-шe вилсе выртнa. Вилeм сaлтавeсем хушшинче пeрремeш вырaнта — çынсем хaйсене хaйсем вeлерни е урaх пÿкле вилeмпе пурнaçран уйрaлни, иккeмeшeнче — тeрлe чирсем. Ученaйсем хaйсен тeпчев eçeсенче çакна та палaртаççe: сaнаса пурaннa алкоголиксен 20 проценчe ÿсeрле тeрлe инкеке лекнине пула, 20 проценчe — чeри eçлеме пaрахнипе, 9 проценчe усал шыça чирeсене пула вaхaтсaр вилнe. Eçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголиксем хушшинче туберкулезпа чирлесси 3—4 хут нумайрах тeл пулать. Ют çeр-шывсенчи ученaйсем тeпчесе пeлнe тaрaх, туберкулезпа чирлекенсем хушшинче eçкeçсем 30—40 процент таранах.

Eçмелле е eçмелле мар; Çак ыйту çине хaвaрах хурав тупасса, тeрeс пeтeмлетÿсем тaвасса шанатпaр.

 



09 октября 2012
14:32
Распечатать
Поделиться