Пресс-центр

Ачасене усаллинчен сыхлать («Наша жизнь (Пирeн пурнac)», Красные Четаи )

Федерацин "Ачасене сывлaха тата аталанaва сиенлекен информацирен сыхласси çинчен" саккунe кaçалхи сентябрeн 1-мeшeнчен вaя кeчe. Унaн тeп тeллевe – çул çитмен çамрaксене вeсен çирeпленсех çитмен психикине япaх витeм кÿрекен, кaмaл-сипет тeлeшeнчен тeрeс аталанма пулaшман информацирен сыхласси.

Нумаях пулмасть асaннa саккун йeри-тавра район Пухaвeн депутачeпе Евгений Викторович Соловьевпа калаçма тÿр килчe. Хaйeн шухaшне вaл çапларах палaртрe:

" Ку ыйту чaнласах та çивeч. Паянхи арçын ачасемпе хeр ачасем телекурав, Интернет урлa мeн тeрлe кaна ÿкерчeк курмаççe пулe: çынсем пeр-пeрне асаплантарни е вeлерни, хeрарaма пусмaрлани... Тeрeссипе, çакнашкал самантсене пaхнa май ачасен çеç мар, тепeр чухне аслисен те çÿç-пуçe вирелле тaрать. Компьютер вaййисем пирки те ыррине калама çук.

Федерацин "Ачасене сывлaха тата аталанaва сиенлекен информацирен сыхласси çинчен" саккунпа килeшÿллeн малашне ачасене мeн кaтартма е вулаттарма юранипе юраманнине палaртмашкaн ашшe-амaшне çaмaлрах пулассaн туйaнать».

 



09 октября 2012
14:30
Распечатать
Поделиться