Пресс-центр

Поликлиникaсем, cулсем… («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев eнер Министрсен Кабинечeн членeсемпе, федераци ведомствисен территори органeсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернe.

Вице-премьер - сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe Алла Самойлова Шупашкар хулин сывлaх сыхлавeн объекчeсене 2020 çулччен аталантармалли малашлaх çинчен каласа панa. Халaх медпулaшупа усa курмалли майсене анлaлатас тeллевпе лаптaкe 5, 2 пин тaваткал метрпа танлашакан поликлиника тaвасшaн. Вaл Мускав проспектeнче, Диагностика центрeн çумeнче, пулмалла. Çавaн пекех Ленин проспектeнче 5, 1 пин тaваткал метрлa нумай профильлe поликлиника уçни вырaнлa. Михаил Игнатьев çак ыйтусене тишкерме, объектсене тума пуçличчен халaхпа сÿтсе явма сeннe.

Республикaн Çул-йeр фондне пурнaçланин малтанхи пeтeмлетeвeсемпе вице-премьер - транспорт тата çул-йeр хуçалaхeн министрe Михаил Янковский паллаштарнa. Вaл каланa тaрaх - уйaрнa укçапа вaхaтра усa кураççe. Чaн та, хaш-пeр районта муниципалитет саккасeсене вырнаçтармалли аукционсене ирттерес енeпе чaрмавсем пулнa, çавна май çулсем çинчи eçсем те тaсaлса кайнa. Михаил Игнатьев уйaрнa укçапа туллин тата тухaçлa усa курнин пeлтерeшe пысaккине палaртнa май строительство организацийeсене хистеме хушнa, бюджет укçипе халaхшaн усa курмалли, строительство технологийeсене пaсма юраманни çинчен асaрхаттарнa.

Физкультурaпа спорт комплексeсемпе тухaçлa усa курас ыйтупа спорт министрe Сергей Мельников сaмах илнe. Хальхи вaхaтра федераци тата республика бюджечeсен шучeпе çeнe спорт сооруженийeсем тaвас, киввисене реконструкцилес енeпе çине тaрса eçлеççe. Республикaра пурaнакансене спорт сооруженийeсемпе тивeçтерме çирeплетнe нормативсемпе килeшÿллeн çак кaтарту Чaваш Енре 39, 2% танлашать /Атaлçи округeнче - 27, 9, Раççейре - 24, 5%/.

Çeнe йышши 24 ФСК тунa тата вeсемпе туллин усa курнa май спортпа туслисен йышне те ÿстерме пултарнa, ку енeпе те пирeн кaтартусем Раççейринчен, округринчен пысaкрах. Çав комплекссемпе спорт шкулeсене пeрлештерни управлени персоналeн йышне пeчeклетсе тaкаксене чакарма май панa, перекетленe укçапа вeренÿпе тренировка eçe валли усa кураççe, çакa та ачасене спортпа туслаштарма пулaшать.

Ку енeпе Çeрпÿ, Пaрачкав, Шупашкар, Элeк, Красноармейски районeсенче, Улатaр, Канаш хулисенче лайaх eçленине палaртмалла. Çав вaхaтрах Улатaр, Йeпреç, Сeнтeрвaрри, Çeмeрле, Етeрне районeсен тата Çeмeрле хулин спорт шкулeсем комплекссенче вeренÿпе тренировка занятийeсем йeркелес енeпе çителeксeр eçлеççe. «Налук тÿлекенсен укçипе çeкленe объектсемпе тухaçлa усa курмалла», - тенe Чaваш Ен Пуçлaхe. Вaл Раççей Президенчeн Владимир Путинaн сaмахeсене аса илтернe: массaллa спорт, уйрaмах ачасемпе çамрaксен спорчe çeр-шывaн спорт пурнaçeн никeсe пулса тaрать. Михаил Игнатьев сахал тупaшлa çемьесенчи ачасем ФСКсене çÿренeшeн бюджетран тÿлессине тишкерме хушнa.

Юлашкинчен республика Пуçлaхe Шупашкар влаçeсене тeп хулари А.Г.Николаев ячeллe паркра планетари тумалли майсене тeпчеме хушу панa.

 



09 октября 2012
14:22
Распечатать
Поделиться