Пресс-центр

CУТ CАНТАЛAК ПУЛAШАТЬ («Здоровье (Сывлaх)», Чебоксары )

Аптекaра туяннa 1 апат кашaкe бефунгина вeренe aшa 1 стакан шыва ярса пaтратмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашaкe eçмелле. 10-12 минутран /апатчен 20 минут маларах кунне 3 хут/ чeрeк стакан шыва 30-40 тумлам календула настойки /аптекaра сутаççe/ ярса eçмелле. Йÿçeтнe купaста шывe усaллa. Сиплев - 1 уйaх. Сахaр шайe виçене кeме кирлe, хырaм ай парe ыратни те иртет.

Хура пилеш çырли çимелле, унра сорбит пур. Чей вырaнне сар çип ути /зверобой/ ярса пиçeхтернe шeвек eçни лайaх.

Пeрер чeптeм вeтетнe хура çырла /черника/, кeтмел /брусника/, сар çип ути /зверобой/ çулçисене, сысна курaкне /горец птичий, спорыш/ хутaштармалла. 2 апат кашaкe пухха термосри тин вeренe 0, 5 литр шыва ярса 1 сехет лартмалла, сaрaхтармалла. Апатчен çуршар стакан 1 уйaх eçмелле.

Пeрер чeптeм вeлтрен /крапива двудомная/, хура çырла /черника/, галега /галега лекарственная/ çулçисене хутaштармалла. 2 апат кашaкe пухха термосри тин вeренe 0, 5 литр шыва ярса 1 сехет лартмалла, сaрaхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан 1 уйaх eçмелле. 1 эрне тaхтав тунa хыççaн тепeр сиплев курсe ирттермелле.

50-60 грамм aвaс хуппине 1 литр шыва ямалла, вeреме кeрсенех çулaм çинчен илмелле те 30 минут лартмалла, сaрaхтармалла. Пeр кунра 700 грамм шeвек eçсе ямалла. Сиплев курсe - 25 кун. Унтан профилактика тeллевeпе татах eçме юрать.

Типeтсе вeтетнe ылтaн хунавaн /золотой ус/ 1 çулçине тата шaнaр курaкeн /подорожник/ 2 çулçине тин вeренe 0, 5 литр шыва ярса 30 минут лартмалла, сaрaхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашaкe eçмелле. Çeрлене хирeç 3-5 тумлам ылтaн хунав çaвe хушнa ванна кeрсен лайaх.

Юнри сахaр шайe 6-10 ммоль/л пулсан çак шeвек усaллa. Термоса пeрер чeптeм вeтетнe вeлтрен, хурaн çырли, хура хурлaхан, лавр çулçисене, вeтетнe хупах, сельдерей, упа çырли /бузина/, сив курaкeн /цикорий/, хaлха çакки курaкeн /одуванчик/ тымарeсене, вeтетнe шалча пaрçин /фасоль/ хутаçне, сeлe улaмне, упа çырлин çимeçне тултармалла, тин вeренe 1 литр шыв хушмалла. Çeр каçа лартмалла та сaрaхтармалла. Кунне темиçе хут çуршар стакан eçмелле. Сиплев курсe - 5 кун.

Тÿрe шатра кeпçин /лапчатка прямостоячая/ вeтетнe 25 грамм тымарне 0, 5 литр шурa эрехе ярса 3 эрне лартмалла, сaрaхтармалла. Кунне 2-3 хут 25-30-шар тумлам eçмелле.



11 октября 2012
16:48
Распечатать
Поделиться