Пресс-центр

ЧEРЕНЕ ХYТЛEХ КИРЛE («Здоровье (Сывлaх)», Чебоксары )

Чeрепе юн тымарeсен чирeсем анлa сарaлнa. Сaлтавe тeрлeрен. Чи пeлтерeшлисем - пирус туртни, тeрeс мар апатланни, сахал хускални, кeлетке виçи ытлашши пулни, артери гипертонийe.

Чир аталанас хaрушлaх пуррипе çуккине çын миçе çултине шута илсе ятарлa шкаласем тaрaх палaртаççe. Тeслeхрен, хaрушлaх пысaках мар пулсан тухтaрсем çапла сeнеççe: туртмалла мар, сывa апатлану йeркине пaхaнмалла, кунне 30 минутран кая мар вaй-хал eçe тумалла, кeлетке виçин индексне шайлашура тытмалла, юн пусaмe ртуть юпин 140/90 мм аяларах, холестерин 5 ммол/л виçерен, юнри глюкоза 6 ммол/л шайран кая пулмалла.

Апатлану - чи пeлтерeшлe факторсенчен пeри. Этем хaйне япaх çанталaкран, климатран хÿтeлеме, урaх тaрaха куçма, eçе улaштарма пултарать. Анчах куллен апат çимесeр пурaнаймасть. 80 çул пурaнсан 60-70 тоннaна яхaн тeрлe çимeçпе апатланать. Çын сывлaхe, eçлес хастарлaхe мeнле пуласси вeсенчен килет. Аптра çу, тaвар, углевод сахал пулмалла, пахча çимeç, улма-çырла, тeшeллисенчен хатeрленe апат çини усaллa. Вaй-хал eçне майeпен, кунне темиçе минут ÿстерсе пымалла. Чи виçелли - утни, пахчара eçлени, велосипедпа васкамасaр ярaнни, ташлани, картлашкапа çуран хaпарни.

Чылай чир ачалaхрах тымар ярать. Тeслeхрен, атеросклерозaн малтанхи паллисем ача 10 çул тултаричченех палaрма пуçлаççe, 13-19 çулсем тeлнелле юн тымарeсенче тaхасем пухaнма тытaнаççe. Çавaнпа атеросклерозран хÿтeленессине май килнe таран иртерех йeркелемелле. Ачасен чeрепе юн тымарeсен чирeсем пуçланас хaрушлaх çитeннисен пекех пысaк. Мeншeн тесен вeсен пурнaç йeрки улшaнчe: ачасем уça сывлaшри хускануллa вaйaсем вырaнне темиçешер сехет телевизор, компьютер умeнче лараççe, сывлaхшaн сиенлe чипс, фаст-фуд çиеççe, газлa пылак шeвек eçеççe. Шутласа пaхнa тaрaх - аллa çул каялла кaна-ха ачасем паянхи тантaшeсемпе танлаштарсан талaкра 600 килокалори ытларах тaкакланa. Паян вара ачасемпе çул çитмен çамрaксен хушшинче самaрлaхпа аптракансен йышe ÿсет.

Хускану кунне 60 минутран кая мар пулмалла, телевизор кунне 2 сехетрен ытла пaхни сиенлe.

Хeрарaмсене те асaрхануллaрах пулма сeнес килет. Уйaх хушши тапхaрe вeçленсен вeсем чeрепе юн тымарeсен чирeсемпе аптрас хaрушлaх чылай ÿсет. Çавна май чeре ыратнине е ытти палла сиссенех тухтaр патне каймалла. Кая юлсан медицина пулaшaвe те витeм кÿреймe. Сывлaх чи пысaк пуянлaх пулнине яланах асра тытасчe.

 



11 октября 2012
16:47
Распечатать
Поделиться